Иртнӗ ҫулӑн раштав уйӑхӗнчи 15-22-мӗш кунӗсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ чӑваш чӗлхипе литературине тата тӑван ен культурине кӑмӑллакан 10-11-мӗш класс ачисем валли «Сенкер инҫет» олимпиадӑн пӗрремӗш тапхӑрне ирттерчӗ. Тӗнче тетелӗн ҫыхӑнӑвӗпе усӑ курса Чӑваш Республикинчен тата кӳршӗллӗ регионтан пурӗ 113 вӗренекен хӑйсен пӗлӗвне кӑтартма пултарчӗ.
Олимпиадӑн пӗтӗмлетӳллӗ иккӗмӗш тапхӑрне хутшӑнма жюри ҫителӗклӗ балл пухма пултарнисене суйласа илчӗ:
• «Тӑван ен культурипе» — 25 баллран кая мар;
• «Чӑваш чӗлхипе литератури» (чӑваш шкулӗсем) — 35 баллран кая мар;
• «Чӑваш чӗлхипе литератури» (вырӑс шкулӗсем) — 40 баллран кая мар.
Пӗрремӗш тапхӑра ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ шкул ачисене эпир хӗрӳллӗн саламлатпӑр, ҫитес ӑмӑтура та ӑнӑҫу сунатпӑр!
«Сенкер инҫет» олимпиадӑн пӗтӗмлетӳллӗ тапхӑрӗ асӑннӑ университетӑн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче нарӑсӑн 21-мӗшӗнче иртет.
Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче куҫӑн мар уйрӑмра виҫӗ ҫул ҫурӑ вӗренекен студенсен диплом ӗҫӗсен хӳтӗлевӗ иртрӗ. Филологипе (8 ҫын) тата культурологипе (24 ҫын) специализациленекен студентсем хӑйсен пултаруллӑхри, ӑслӑлӑхри ӗҫӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ. Кунта Хусан, Чӗмпӗр тӑрӑхӗсенчи, хамӑр республикӑри чӑвашсем пуҫтарӑннине кура хӳтӗлев тата та кӑсӑклӑрах пулчӗ. Кашниех вырӑнти материала тӗпченӗ, ӗҫ опытне усӑ курса диплом ӗҫӗсене пуянлатма пултарнӑ.
Ҫитес вӑхӑтра алла аслӑ пӗлӳ илни ҫинчен ҫирӗплетекен диплома илме хатӗрленекен студенсене ӑнӑҫлӑ хӳтӗлевпе саламлатпӑр, ӑнӑҫу сунатпӑр.
Паян, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, Чӑваш патшалах университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче хаваслӑ лару вӑхӑтӗнче Евгений Ерагин мӑчавар «Чӑваш халӑхӗн ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ» хатӗрленӗ Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен пӗрремӗш таврапӗлӳҫи, ҫыравҫи, этнографӗ, историкӗ тата Вырӑс географи пӗрлешӗвӗн членӗ Спиридон Михайлович Яндуш ячӗпе хисепленекен медале чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн деканне В.Г. Родионов профессора парса чысларӗ.
Виталий Григорьевич тӑван тавралӑха, халӑхӑн историйӗпе сӑмахлӑхне, литература аталанӑвне тӗпчесе сахал мар ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырса пичетлерӗ. Пухӑннисем умӗнче ҫавӑн пекех Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ, факульетӑн доценчӗ В.А. Абрамов тата университетӑн ют чӗлхесен кафедрин профессорӗ В.
Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Хапӑсри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта А. Емельянов ҫыравҫӑн 80 ҫулхи юбилейне халалласа районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш чӗлхи уйрамӗнче ӗҫлекенсем хушшинче ӗҫлӗ тӗлпулу пулать. Ҫав тӗлпулӑва А. Емельяновӑн тӑванӗсене, ӑна ҫывӑх пӗлекенсене йыхравлаҫҫӗ. Шкул ачисем хайсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ, ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулахӗ ҫинчен, унӑн паллӑ хайлавӗсене тишкерӗҫ. Шупашкартан килнӗ хӑнасем те писатель пултарулахӗ пирки ҫӗнӗ хыпарсем илсе килме шантарчӗҫ.
Тӗлпулу ирхине 10 сехетре пуҫланать, пурне те хапӑл туса кӗтеҫҫӗ.
Мускаври «ЮниВестМедиа» издательствӑра Лидия Филиппова журналист-публицистӑн, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн директорӗ-тӗп редакторӗн, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн «Ректор — это призвание» ятлӑ кӗнеки 1 пин тиражпа кун ҫути курнӑ. Ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитнине халалланӑ.
704 страницӑран тӑракан сумлӑ кӗнекере университета 1990-2009 ҫулсенче ертсе пынӑ паллӑ экономист, политика тата общество ӗҫченӗ Лев Пантелеймонович Кураков ҫинчен, ҫав тапхӑрта аслӑ шкул мӗнле аталанни ҫинчен вуласа пӗлме пулать.
Ку кӑларӑм Лидия Ивановнӑн 9-мӗш кӗнеки шутланать. Сӑмах май, кӗҫех Чӑваш кӗнеке издательствинче унӑн аслӑ ҫулти шкул ачисем валли ҫырнӑ калавсемпе повеҫсен тепӗр кӗнеки — «Ылханлӑ хура ҫӗмӗрт» — тухмалла.
Тӗрлӗ сайтсенче пӗлтернӗ тӑрӑх 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 23-27-мӗшӗсенче Шупашкарта Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисене машинӑпа урӑх чӗлхене куҫарассин курсне йӗркелеҫҫӗ. Ку курсӑн тӗллевӗ — хӑй тӗллӗн куҫару тума пултаракан Apertium ятлӑ платформӑпа усӑ курма вӗренесси.
Ҫак программа продуктне тӗпе хурса паянхи кун тӗлне 40 ытла чӗлхеллӗ тӑлмач туса ҫитерме ӗлкӗрнӗ. Кунта сӑмах пӗр хурӑнташ чӗлхерен тепӗр хурӑнташ чӗлхене (калӑпӑр, тутар чӗлхинчен чӑвашла, вырӑсларан украинла т.ыт.те) куҫарни пирки пырать.
Тӑлмачсен курсне чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн преподавателӗсемпе студенчӗсем те хутшӑнаҫҫӗ: 1 курсра вӗренекен Кукушкина Лариса тата Александрова Екатерина, М.Р. Федотов ячӗллӗ чӑваш тата тухӑҫ чӗлхе пӗлӗвӗ кафедрин аслӑ преподавателӗ О.В. Сорокина. Асӑннӑ курса хутшӑнакансем ҫӗнӗ хӑй тӗллӗн куҫаракан тӑлмача тӑвас енӗпе конкурссенче грант ҫӗнсе илме май паракан пӗлӳпе пуянланасса та шанаҫҫӗ.
«Хӗрарӑмсем ӑслӑлӑхра тата вӗрентӳре» регионсем хушшинчи обществӑлла организацин чӑваш уйрӑмӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ тата Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви чӑваш чӗлхипе Пӗтӗм Раҫҫейри «Чӗвӗлти чӗкеҫ — чӗлхе пӗлни пурне те кирлӗ» вӑйӑ-ӑмӑрту йӗркелерӗ.
Чӗлхе пӗлӗвӗ чылай шкул ачишӗн кичем те тунсӑх йӗрке пек туйӑнать. Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ — вӗренекенсен чылай йышне чӑваш чӗлхипе интереслентересси, «кичем те йывӑр» ӑслӑлӑх умӗнхи йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме вӗрентесси, ачасене чӗлхе ӑслӑлӑхӗн илемне, чӗлхе техӗмне туйса илме хӑнӑхтарасси. Вӑйӑ-конкурс шкулсенче иртет, вӗренекене нимӗнле йывӑрлӑх та кӳмест, ыйтусемпе ӗҫсем пӗтӗмӗшле кӑсӑклӑ, вӗсене «ӑслӑ» ачасем ҫеҫ мар, чылай шкул ачи шӗкӗлчеме пултарать.
Сирӗн вӗренекенӗрсене эпир «Чӗвӗлти чӗкеҫ—2011» вӑйӑ-ӑмӑртӑва хутшӑнма йыхравлатпӑр. Вӑл 2011 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, иртет. Ку вӑййа 2-11 классенче вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ (2-3, 4-5, 6-7, 8-9, 10-11 классенчи вӗренекенсем уйрӑмшарӑн тупӑшаҫҫӗ).
Шкулсенче вӑйӑ-конкурс ирттерес тӗллевпе шкул директорӗсен комисси туни ҫинчен ятарлӑ хушу кӑлармалла.
Паян, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче, Сочире хаваслисемпе тавҫӑруллисен XXIII «Кивин» тӗнче фестивалӗ пуҫланнӑ. Унта пирӗн тӑрӑхран тӑватӑ команда хутшӑнать. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн «Юг» тата факультетсен пӗрлештернӗ командисем, РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Раҫҫей халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх служба академийӗн Шупашкарти филиалӗн студенчӗсем «Муниципалитет» тата республикӑн пӗрлештернӗ команди «Общага» хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Сочири хӗллехи форум пӗтӗмлетӗвӗпе ҫулталӑкри сезонра аслӑ тата премьер-лигӑра выляма тивӗҫлисене суйлаҫҫӗ. Вӗсене кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче фестивалӗн гала-концертӗнче пӗлтерӗҫ.
Чӑваш Енре та ҫакӑн йышши фестиваль иртет. Нарӑс уйӑхӗнче вӑл кӑҫалхипе 11-мӗш хут пулӗ. Ҫулсерен республикӑри КВН фестивалӗнче 80 ытла команда вылять.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ студентсене пӗлӳ парас енӗпе ӗҫленисӗр пуҫне ӑслӑлӑхра вӑй хуракан ҫӗнӗ кадрсене туптас енӗпе те тимлет. Ҫак енӗпе университетра ҫулленех Диссертаци Канашӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Акӑ, тӗслӗхрен, В.Г. Родионов профессор, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ертсе пыракан Диссертаци Канашӗ филологсене кандидат тата доктор ӗҫӗсене хӳтӗлетерессине тухӑҫлӑ пурнӑҫласа пырать.
Ҫак кунсенче тухтӑр ӗҫне ӑнӑҫлӑ ҫырса пӗтерсе М.Р. Федотов ячӗпе хисепленекен Тухӑҫ тата чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗ кафедрин докторанчӗ Алена Михайловна Иванова хӳтӗлеве тухрӗ. Унӑн ӗҫӗ «Чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗнчи морфосинтаксис ыйтӑвне танлаштаруллӑ-шайлаштаруллӑ тӗпчесси» (выр. «Сравнительно-сопоставительное исследование проблем морфосинтаксиса в чувашском языкознании») ятлӑ.
Алена Михайловна ку темӑпа чылай ҫул хушши ӗҫлет ӗнтӗ, тӗрлӗ журналсенче вуншар статья пичетлеме ӗлкӗрнӗ. Пултаруллӑ та хастар ҫамрӑк тӗпчевҫе Тутарстан, Пушкӑртстан, Якут республикисенчи ӑслайсем те аван пӗлеҫҫӗ.
Чӑваш халӑхӗн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшакан маттурсем пирӗн йӑхташӑмӑрсем хушшинче кашни ӗмӗртех пулнӑ теме эпир, 21 ӗмӗр ҫыннисем, тивӗҫлипех пултаратпӑр. Ахальтен-и пирӗн халӑх тем тӗрлӗ истори тумхахӗ урлӑ та утса тухса паянччен сыхланса юлнӑ. XVIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче ҫуралнӑ Ермий Рожанские те эпир ҫав маттур чӑвашсен шутнех кӗртме тивӗҫлӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа 270 ҫул ҫитнине халалласа Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мӑн Этменти вӑтам шкулта раштавӑн 16-мӗшӗнче районти шкулсенче чӑваш чӗлхине вӗрентекенсемпе конференци иртрӗ. Ҫавӑн пекех ку конференцие И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн преподавателӗсем те хутшӑнчӗҫ. Чи малтанах ҫак шкулти чӑваш чӗлхин вӗрентекенӗ Н.В.Ермакова слайд мелӗпе урок ирттересси пирки мастер-класс ирттерчӗ, кайран вӑлах Ермий Рожанский ӗҫӗ-хӗлӗ пирки доклад турӗ. XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех чӑвашсене ҫутталла туртӑнма пулӑшнӑ Кӑрмӑш пупӗ пирки ЧФК факультечӗн профессорӗ В.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |